ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем работников леса

Категория: Актуально Просмотров: 505

 

 

Вӑрман отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветаранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Вӑрмансем — пирӗн планетӑн шанчӑклӑ хӳтлӗхӗ, вӗсем территорисен экологи ырлӑхӗшӗн тата халӑх сывлӑхӗшӗн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Правительстви тата вӑрман отраслӗн специалисчӗсем вӑрмансене — пире ҫут ҫанталӑк парнеленӗ шутсӑр хаклӑ пуянлӑха – тивӗҫлипе сыхласа упрас тӗлӗшпе ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.

Республикӑра вӑрман фондне сыхламалли, хӳтӗлемелли тата ҫӗнетсе пымалли тухӑҫлӑ хурал тытӑмне туса хунӑ. Вӑрман пушарӗсене асӑрхаттармалли тата вӗсене вӑхӑтра тупса палӑртмалли мерӑсен комплексӗ пурнӑҫланать, вут хыпса илнӗ вырӑна маларах тупса палӑртмалли, ун ҫинчен пӗлтермелли тата ӑна пӗтермелли тытӑм та лайӑх аталанать.

Вӑрмансен тӑрӑмне тата вӑрман саккунӗсене пӑхӑннине тимлӗн тӗрӗслесе тӑратпӑр, симӗс пуянлӑха ҫӗнӗрен лартса ӳстересси, вӑрман хуҫалӑхӗнче наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсем туса ирттересси кирлӗ шайра пулса пырать.

Ҫут ҫанталӑкӑн пахаран та паха туприсене тата уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсене упраса хӑварас тӗлӗшпе чӑнахах та нумай тунӑ.

Ҫакӑ пурте пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата яваплӑ ӗҫ, ӑна Чӑваш Енӗн вӑрман отраслӗн ӗҫченӗсем чыслӑн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.

Регионта пурӑнакан ҫынсем айккинче тӑманни те савӑнтарать. Йывӑҫ-тӗм лартас тата вӑрмансене ҫӳп-ҫапран, хӑрӑк йывӑҫсенчен тасатас тӗллевпе йӗркелесе ирттерекен акцисене сахал мар хастар хутшӑнать.

Чӑваш Енӗн вӑрман пуянлӑхне типтерлӗн сыхласа упракан, экологи хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывакан кашни ҫыннах чунтан тав тӑватӑп.

Сире пур кӑмӑлтан ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, пӗр шухӑшлисен пулӑшӑвне яланах туйса тӑма, пултаруллӑ мӗнпур пуҫарурах ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              Михаил Игнатьев


                                                                                                 Уважаемые работники и ветераны лесной отрасли!

Поздравляю вас с профессиональным праздником! 

Леса — это легкие нашей планеты, они имеют важнейшее значение для экологического благополучия территорий и здоровья населения.

Правительство Чувашии и специалисты лесной отрасли уделяют самое пристальное внимание заботе о лесных насаждениях — бесценном богатстве, дарованном нам природой.

В республике организована эффективная система охраны, защиты и воспроизводства лесного фонда. Для предупреждения и своевременного выявления лесных пожаров осуществляется комплекс организационно-технических мер, совершенствуется система раннего обнаружения, оповещения и ликвидации возгораний.

Ведутся пристальный контроль за состоянием лесных насаждений и соблюдением лесного законодательства, лесовосстановление, научно-исследовательские работы в области лесного хозяйства.

Многое делается для сохранения ценных природных объектов и развития сети особо охраняемых природных территорий.

Все это крайне значимая и ответственная работа, с которой достойно справляются работники лесной отрасли Чувашии. Отрадно, что не остаются в стороне и жители региона. Немало активистов участвуют в массовых акциях по посадке деревьев и очистке лесного массива от мусора и сухостоя.

Искренне благодарю всех, кто бережно относится к лесным богатствам Чувашии, вносит свой вклад в повышение экологической безопасности.

От всей души желаю вам здоровья, счастья, благополучия, поддержки единомышленников, успехов во всех созидательных начинаниях!

Глава Чувашской Республики                             Михаил Игнатьев

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости