ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днём России

Категория: Актуально Просмотров: 195

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

 Сире Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв ӑс-хакӑл пӗрлӗхне тата Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн наци нумай­евӗрлӗхне сӑнарлать.

Раҫҫей – тӗнче цивилизацийӗнче уйрӑм вырӑнта тӑракан авалхи кун-ҫуллӑ, хӑйне евӗрлӗ культурӑллӑ аслӑ ҫӗршыв. Вӑл вӗҫсӗр-хӗрсӗр ҫӗрӗсен анлӑхӗпе, калама ҫук пысӑк пуянлӑхӗпе, ҫут ҫанталӑкӑн тӗлӗн­мелле илемӗпе паллӑ.

Кунта нумай-нумай ӗмӗр туслӑн та килӗштерсе пурӑнакан тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркипе пурнӑҫ тытӑмӗ типтерлӗн сыхланса упранать та­та ӑруран ӑрӑва йӗркеллӗн куҫса пырать.

Эпир Тӑван ҫӗршыва чунтан юрататпӑр! Хӑш халӑх ҫынни пулни­не, мӗнле тӗне ӗненнине е политикӑри шухӑшлавне пӑхмасӑр, кашни Раҫҫей ҫыннин тивӗҫӗ – наци тӗллевӗсене пурнӑҫлассишӗн, Раҫҫей патшалӑхӗн ырлӑхӗпе аталанӑвӗшӗн, тӑнӑҫлӑхпа ҫирӗплӗхе тӗрекле­тессишӗн ырми-канми тӑрӑшасси.

Пӗрлехи вӑйпа эпир, ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ тата яваплӑ пулнӑ май, Тӑван ҫӗршыв чапӗпе мухтавлӑхне малалла ӳстерсе пырасса, ум­ри тӗллевсене туллин пурнӑҫлама пултарасса, ҫӗршывӑмӑршӑн лайӑх малашлӑх йӗркелессе ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп!

Сире ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур ырӑ ӗҫре ӑнӑҫусем, хастар кӑмӑл-ту­йӑм, савӑнӑҫ, ырлӑхпа телей сунатӑп!

Чӑваш Республики  Пуҫлӑхӗ                                          Михаил Игнатьев

Дорогие соотечественники!

 Поздравляю вас с Днем России!

Этот праздник олицетворяет духовное единство и национальное многообразие нашей Родины.

Россия  –  великая страна с древней историей, самобытной культурой, занимающая особое место в мировой цивилизации. Она обладает бескрайней территорией, несметными богатствами, необычайной природной красотой.

Здесь бережно сохраняются и передаются из поколения в поколение традиции, обычаи и жизненный уклад многочисленных народов, на протяжении многих веков живущих в дружбе и согласии.

Мы любим Отчизну! Долг каждого россиянина, независимо от его национальности, вероисповедания или политических взглядов, – приложить максимум усилий для достижения национальных целей, процветания и благополучия российского государства, укрепления мира и стабильности.

Уверен, что совместными усилиями, проявляя трудолюбие, целеустремленность и ответственность, мы приумножим славу и величие Отечества, сумеем реализовать намеченные планы, обеспечим нашей стране достойное будущее!

Желаю вам здоровья, удачи во всех добрых делах, оптимизма, радости, счастья и благополучия!

Глава Чувашской Республики                                             Михаил Игнатьев

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости