ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днём города Чебоксары

Категория: Актуально Просмотров: 545

Шупашкарӑн хаклӑ ҫыннисем тата тӗп хуламӑр хӑнисем!

Шупашкар хулин кунӗ ячӗпе ӑшшӑн тата пӗтӗм чунтан саламланине йышӑнсамӑр!

Пирӗн хӳхӗм тӗп хулан ҫуралнӑ кунӗ – хӑйне евӗрлӗ уяв. Кунта ҫу­ралса ӳснӗ, ҫакӑнта ӗҫлесе ачисене пӑхса ҫитӗнтерекен кашни ҫын­шӑн вӑл – чи юратнӑ, тӑванран та тӑван хула.

Чӑваш Ен тӗп хули паян чи хӑюллӑ та пысӑк пӗлтерӗшлӗ проектсене шан­чӑклӑн пурнӑҫа кӗртет, халӑх пурнӑҫӗн шайӗ ҫирӗппӗн ӳссе пынине тата хула хутлӑхӗнчи пурнӑҫ пахалӑхӗ лайӑхланнине ӗненмелле кӑтартать. 

Патшалӑхӑн йышӑннӑ программисене тӗпе хурса хулара автомобиль ҫулӗсене юсассипе тата юсаса ҫӗнетессипе, транспортӑн ҫӗнӗ ҫул ункисене  тӑвассипе ҫыхӑннӑ анлӑ ӗҫ пурнӑҫланать. 2018 ҫулта иртекен тӗнчери футбол чем­пионачӗ умӗнхи тапхӑрта спорт инфратытӑмӗ те ҫӗнелсе улшӑнать – тре­нировкӑсем ирттермелли базӑсен йышне кӗртнӗ «Олимпийский» тата  «Спартак» стадионсене юсаса ҫӗнетесси малалла тӑсӑлать.

Тӗп хулара ҫӗнӗ микрорайонсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хастарлӑн ӳссе ла­раҫҫӗ. Ҫав ху­шӑрах вӗсенче ҫывӑхра вырнаҫнӑ социаллӑ инфратытӑм объек­чӗсем: ача сачӗсемпе шкулсем, поликлиникӑсем, парксемпе скверсем, вӑйӑ тата спорт площадкисем тӑвасси – тӗп ыйтусен шутӗнче.

Эпир Шупашкар ҫулсерен илемленсе, хальхилле улшӑнса тата хӑт­лӑ­ланса пынӑшӑн пурсӑмӑр та чунтан савӑнатпӑр. Хамӑрӑн юратнӑ хуламӑр историйӗпе эпир мухтанатпӑр, унӑн пысӑк пуласлӑхне шанатпӑр тата унӑн ыр­лӑхӗшӗн тӑрӑшатпӑр.

Шупашкар ҫыннисене пултаруллӑ ӗҫӗшӗн, тӑван ҫӗре юратнӑшӑн тата ӑна чунтан парӑннӑшӑн тав тӑватӑп.

Хулара пурӑнакансене пурне те ҫирӗп сывлӑх, ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхма, телей тата ҫемье ырлӑхне сунатӑп. Сирӗн чунӑрта хамӑрӑн чаплӑ тӗп ху­ламӑрпа мӑ­наҫланас туйӑм вӑйланса ҫирӗплентӗр!

Тӑнӑҫлӑх, савӑнӑҫ тата ырлӑх сире! Уяв ячӗпе!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                         Михаил Игнатьев

Дорогие чебоксарцы и гости столицы!

Примите самые теплые и искренние поздравления с Днем города Чебоксары!

День рождения нашей прекрасной столицы – особенный праздник. Ведь для каждого, кто здесь родился и вырос, трудится и воспитывает детей, – это самый любимый и родной город.

Сегодня столица Чувашии уверенно воплощает в жизнь смелые и амбициозные проекты, демонстрирует устойчивый рост уровня жизни населения и позитивные изменения качества городской среды.

С учетом принятых государственных программ в городе ведется масштабная работа по ремонту и реконструкции автомобильных дорог, строительству новых транспортных развязок. В преддверии чемпионата мира по футболу 2018 года преображается и спортивная инфраструктура – ведется реконструкция стадионов «Олимпийский» и «Спартак», включенных в перечень тренировочных баз.

В столице продолжается активная застройка новых жилых микрорайонов. При этом в зоне пристального внимания – строительство объектов социальной инфраструктуры в шаговой доступности: детских садов, школ, поликлиник, парков, скверов, игровых и спортивных площадок.

Все мы радуемся, что с каждым годом Чебоксары становятся краше, современнее и комфортнее. Мы гордимся историей нашего города, верим в его большое будущее и вместе заботимся о его процветании.

Благодарю чебоксарцев за созидательный труд, за любовь и преданность родной земле.

Желаю всем жителям города здоровья, уверенности в завтрашнем дне, счастья и семейного благополучия. Пусть в ваших сердцах крепнет чувство гордости за нашу славную столицу!

Мира, радости и добра! С праздником!

Глава Чувашской Республики                                         Михаил Игнатьев

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости