ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Мĕнле канатăр? Кăмăл-туйăм еплерех?»

Категория: Актуально Просмотров: 428

IMG 6446

 

 

Çу кунĕсем - шкул ачисемшĕн яланах хаваслă та илĕртÿллĕ вăхăт. Ытларахăшĕ çуллахи каникул кунĕсенче сывлăх сиплевĕн, кану учрежденийĕсенче пулса хăйсен сывлăхне çирĕплетет, ÿт-пÿне тĕреклетет.

 

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасен çуллахи канăвне епле йĕркеленине куç ытамĕнчен вĕçертмест. Çавна май вăл çу кунĕсенче ачасен кану учрежденийĕсенче пулса вĕсен ĕçĕпе паллашма тăрăшать, ачасемпе курса калаçать, вĕсен кăмăл-туйăмĕпе интересленет.

 

Акă паян вăл Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç министерствин пирĕн район территорийĕнче Шомик ялĕ патĕнчи вăрман тăрăхĕнче вырнаçнă «Лесная сказка» санаторийĕнче, ачасен санаторипе сиплевĕн «Солнышко» лагерĕнче пулса курчĕ. Республика ертÿçипе пĕрле канупа сиплев учрежденийĕсенче çавăн пекех республика сывлăха сыхлас ĕç министрĕ Владимир Викторов, вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та пулчĕç.

 

Михаил Васильевича ачасен канăвĕпе, сывлăх сиплевĕпе çыхăннă пур ыйту та интереслентерчĕ. Çавна май вăл ачасен пурăнмалли, кану, сиплев пÿлĕмĕсенче, кану площадкисенче, столовăйсенче, вăйă площадкисенче пулса курчĕ, вырăнти персоналпа, ачасемпе калаçрĕ. Ачасем республика пуçлăхне хăйсен çуллахи каникул кунĕсем усăллă та хаваслă иртни пирки савăнса каласа пачĕç.

 

В. ШАПОШНИКОВ.

 

 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости