Районта министр пулчĕ

Категория: Актуально Просмотров: 472

Паян районта Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев пулчĕ. Чи малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа, вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕпе Зоя Дипломатовăпа асăннă сферăри лару-тăрăва тишкерчĕ. Ун хыççăн Муркаш тата Çатракасси шкулĕсене çитсе курчĕ. Вĕренÿ пÿлĕмĕсенчи, апатлану блокĕсенчи, спорт залĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашрĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленесси епле пынипе кăсăкланчĕ. Юрий Исаев асăннă учрежденисенчи ĕç-хĕле пысăк хак пачĕ.

Ун хыççăн ĕç ушкăнĕ Кашмаш шкулне çитсе курчĕ.

Р. Илларионова.    

Добавить комментарий

Архив материалов

Февраль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости