ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днём семьи, любви и верности

Категория: Актуально Просмотров: 827

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! 

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх пирӗн пурнӑҫа паха пӗлтерӗшпе пуянлатаҫҫӗ, вӗсем ҫын телейӗн никӗсӗ, пурнӑҫри нимрен хаклӑ тупра тата шанчӑклӑ тӗрев шутланаҫҫӗ. «Ҫемье – тӑнӑҫлӑх вучахӗ», – тесе палӑртать халӑх ӑсӗ.  

Республикӑра пурӑнакансем ҫемье йӑлисене хисеплеҫҫӗ тата вӗсене ӑруран-ӑрӑва куҫарса пыраҫҫӗ.

2017 ҫула Чӑваш Енре Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Эпир ҫемье членӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн пӗтӗм вӑй-халне тата чун тараватлӑхне шеллемесӗр тӑрӑшса, пӗрне-пӗри ӑнланса тата тӑтӑшах пулӑшса пырса кӑна ҫирӗп ҫемье ҫавӑрма пулнине пурне те аса илтерес тетпӗр.

Ҫак уяв кунӗнче мӑшӑрсене ҫемье йӑлисене ҫирӗп тытса пынӑшӑн тата ачасене тивӗҫлӗ воспитани парса ӳстернӗшӗн чунтан тав тӑватӑп.

Пурне те ырлӑх, ҫирӗп сывлӑх тата килӗрте ытлӑх-ҫитлӗх сунатӑп! Кашни ҫемьере яланах савӑнӑҫ, ача кулли, юрату, пӗр-пӗрне сума суни тата килӗшӳлӗх хуҫаланччӑр!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                      Михаил Игнатьев

Уважаемые соотечественники!

От всего сердца поздравляю вас с Днём семьи, любви и верности! 

Семья, любовь и верность наполняют нашу жизнь смыслом, являются основой человеческого счастья, главной ценностью и опорой в жизни. «Ҫемье – тӑнӑҫлӑх вучахӗ» — гласит народная мудрость.  

Жители республики чтут семейные традиции и передают их из поколения в поколение.

2017 год в Чувашии объявлен Годом Матери и Отца. Мы хотим напомнить всем, что крепкая семья создаётся только благодаря полной самоотдаче и душевной щедрости каждого из её членов, постоянной заботе и вниманию друг к другу.

В этот праздничный день выражаю искреннюю благодарность супружеским парам за верность семейным традициям, достойное воспитание детей.

Желаю всем благополучия, крепкого здоровья и достатка в доме! Пусть в каждой семье всегда царят радость, детский смех, любовь, взаимоуважение и взаимопонимание!

Глава Чувашской Республики                   Михаил Игнатьев

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости