ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Муркашри спорт уявĕнче

Категория: Актуально Просмотров: 298

Паян Муркашра чăннипех те пысăк уяв иртрĕ. Спорт уявĕ. Йĕлтĕр спортне кăмăллакансем «Йĕлтĕр йĕрĕ -2018» массăллă старта тухрĕç тата Социализмла Ĕç Геройне Е. Андреева халалланă йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче вăй виçрĕç.

Старта тухакансене спорт уявĕпе саламланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев асăннă ăмăртусем Кăнтăр Корейăра хĕллехи Олимп вăййисем пуçланнипе пĕр килнине палăртрĕ. Кунпа пĕрлех шăпах çак кун тăван Муркаш районне йĕркеленĕренпе 74 çул çитни пирки каларĕ. Апла пулсан паянхи çак ăмăртусене уявсен уявĕ тесен те йăнăш пулас çук.

Каласа хăварас пулать, муркашсен спорт уявне кÿршĕллĕ Мари Республикинчи Горномарийски районĕнчи йĕлтĕрçĕсен команди те хутшăнма кăмăл турĕ.

Муркашсене спорт уявĕпе Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, «Интурист» пĕрлешÿ директорĕ, муркашсен Шупашкарти ентешлĕхĕн членĕ Валерий Федотов, Е. Андреев яч. хис. хуçалăх ертÿçи Виталий Семенов, Евтихий Андреевăн хĕрĕ Валентина Евтихеевна саламларĕç, ăмăртура ăнăçу сунчĕç.

Йĕлтĕрçĕсен пысăк спорт уявĕнче паян йĕлтĕр çине тăракансем пурте стартра пулчĕç - шкул çулне çитменнисенчен тытăнса пенси ÿсĕмĕнчисем таранах. Вĕсем тĕрлĕ ушкăнсенче тата тĕрлĕ дистанцисенче вăй виçрĕç.

Ушкăнсенче ăмăртса призлă вырăн йышăннисем медальсене, дипломсене тивĕçрĕç, ушкăнсенче мала тухнă уйрăм участниксем тата çĕнтерÿçĕ-командăсем вара кубоксене çĕнсе илчĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче Шетмĕпуç шкулĕн командине çитекенни пулмарĕ. Шомиксемпе тойкилтĕсем хыççăнхи вырăнсене йышăнчĕç.

Вăтам шкулсен командисем хушшинче калайкассисем ăнăçлăрăх ăмăртрĕç, кубока та вĕсемех çĕнсе илчĕç. Çатракасси шкулĕпе Муркаш шкулĕн командисем иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Предприяти-организацисен командисем хушшинче «Свобода» пĕрлешÿллĕ хуçалăх мала тухса кубока çĕнсе илчĕ. Суд приставĕсен службин команди иккĕмĕш тата район тĕп больницин команди виççĕмĕш пулчĕç.

Пурне те ырă, хавас кăмăл-туйăм парнелерĕ массăллă спорт уявĕ.

 

В. Шапошников.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости