ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем матери

Категория: Актуально Просмотров: 263

 

Хаклӑ хӗрарӑмсем!

Сире Анне кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп! 

Анне кунӗ – ҫутӑран та ҫутӑ, таса, чуна хумхантаракан уявсенчен пӗ­ри, ҫав ытарми вӑхӑтра эпир ачасене пӑхса ҫитӗнтерекен мӗнпур хӗ­ра­рӑма чунтан хисеплесе ӑш­пил­­лӗн тав тӑват­пӑр. Вӗсен ачаш аллисем кил вучахне типтерлӗн сыхласа уп­раҫҫӗ, пепке тивӗҫлӗн ӳссе ҫитӗнекен тата унӑн тавра­ку­рӑмӗ йӗр­келе­не­кен кил-ҫурта хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. 

Пирӗнтен кашнийӗншӗнех анне – пурнӑҫри чи хаклӑ ҫын. Вӑл яла­нах пулӑшма хатӗр шанчӑклӑ тус та, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем тума хавхалантаракан пӗрремӗш вӗрентекен те. Ача амӑшӗн ыр­ми-кан­ми тата яваплӑ ӗҫӗ лайӑх шайри социаллӑ пулӑшӑва тивӗҫ.

Ҫемье институтне ҫирӗплетесси тата ҫемье хаклӑхӗсене сыхласа упрасси, амӑшлӑхпа ачалӑха сыхласси яланах патшалах политикин тӗп ҫул-йӗрӗсен шутӗнче. Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн йы­шӑ­нӑ­вӗпе Чӑваш Респуб­лики виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасене кашни уйӑх­­ра паракан тӳлев валли уйӑракан федераци укҫи-тенкине 2018 ҫул­хи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫ­ласа илсе тӑма тытӑнать. Пирӗн ҫемь­е­сем ҫи­рӗп те сы­­вӑ, телейлӗ пулччӑр тесе республика Правительстви хӑй ҫине илнӗ ти­вӗҫсене малалла та йӗркеллӗн пурнӑҫласа пырӗ.

Аннен ҫутӑ та таса сӑнарне чыс тунипе пӗрлех пирӗн шанчӑклӑ кил хуҫисӗр ачана кирлӗ пек пӑхса ҫитӗнтерме, ҫемьене телейлӗ тума май ҫукки ҫинчен те манмалла мар. 2017 ҫула Чӑваш Енре Амӑшӗпе Аш­шӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Пирӗн хаклӑ хӗрарӑмсемшӗн ар­ҫын­нӑн ҫирӗп те тӗреклӗ хулӗ пурнӑҫра яланах шанчӑклӑ тӗрев пултӑр.

Юратнӑ аннесем! Пире пурнӑҫ тата вӗҫсӗр-хӗрсӗр юрату парне­ле­нӗшӗн эпир сирӗн умӑрта тӳлесе татайми парӑмра. Витӗмлӗ пулӑшӑ­вӑр­шӑн, ачаш та ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, пире ӑнланнӑшӑн тата пысӑк ӑс­лӑ пул­нӑ­шӑн сире чун-чӗререн тайма пуҫ. Сирӗн килӗрте яланах ки­лӗшӳпе тӑ­нӑҫлӑх хуҫа­ланччӑр! Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, телей тата йӑл кулӑпа савӑнӑҫ пиллекен самантсемпе май пур таран ытларах юп курма су­на­тӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                Михаил Игнатьев

 

Дорогие женщины!

От всей души поздравляю вас с Днем матери!

Это один из самых светлых, искренних и трогательных праздников, когда мы отдаем дань глубокого уважения всем женщинам, воспитывающим детей. Их нежными руками поддерживается тепло семейного очага, создается уют в доме, где формируются личность и мировоззрение ребёнка. 

Для каждого из нас мама – главный человек в жизни. Она и верный друг, готовый всегда протянуть руку помощи, и первый наставник, вдохновляющий нас на новые победы и свершения. Самоотверженный и ответственный материнский труд заслуживает достойной социальной поддержки.

Укрепление института семьи и сохранение семейных ценностей, охрана материнства и детства всегда были приоритетами государственной политики. Благодаря решению Президента России Владимира Путина с 1 января 2018 года Чувашская Республика будет получать федеральные средства для ежемесячных выплат на третьего и последующих детей. Правительство республики продолжит последовательно выполнять взятые на себя обязательства, чтобы наши семьи были крепкими, здоровыми, благополучными.

Преклоняясь перед образом матери, мы не должны забывать, что воспитание ребенка, процветание семьи невозможны без заботливого главы семейства. 2017 год в Чувашии объявлен Годом Матери и Отца. Пусть крепкое мужское плечо всегда служит надежной опорой для наших дорогих женщин.

Милые мамы! Мы в неоплатном долгу перед вами за подаренную жизнь и бескорыстную любовь. Низкий поклон за вашу заботу, нежность, доброту, понимание и мудрость. Пусть в ваших домах всегда царят мир и согласие! Желаю вам крепкого здоровья, счастья и как можно больше поводов для улыбок и радости!

Глава Чувашской Республики                              Михаил Игнатьев

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости