ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем работника автомобильного и городского пассажирского транспорта

Категория: Актуально Просмотров: 430

Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗ республикӑн кулленхи пурнӑҫне тивӗҫтерекен тытӑмра пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Чӑваш Ен автомобиль хуҫалӑхӗнче вӑй хуракансен яваплӑ ӗҫне пула кунсерен тӗрлӗ йышши транспорт ҫула тухать, пассажирсене турттарасси хӑтлӑ тата хӑрушлӑхсӑр лару-тӑрура пурнӑҫланать, пиншер тонна груз палӑртнӑ вырӑна вӑхӑтра тата тӗрӗс-тӗкел пырса ҫитет.

Отраслӗн тухӑҫлӑ ӗҫне тивӗҫтерекен хастар водительсене, инженерипе техника, юсавпа пулӑшу кӳрекен транспорт службисен тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсене чунтан тав тӑватӑп.

Эсир пысӑк дисциплинӑллӑ пулни тата хӑвӑрӑн ӗҫӗре пӗлсе йӗркелени автотранспорта ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлеттерме май парать.

Мӗнпур автомобилиста шанчӑклӑ техника, ӑнӑҫуллӑ тата аварисӗр ӗҫлеме сунатӑп.

Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                          Михаил Игнатьев


Уважаемые работники и ветераны автомобильного и городского пассажирского транспорта!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

Автомобильный и городской пассажирский транспорт играет важную роль в системе жизнеобеспечения республики. Благодаря ответственному труду работников автомобильного хозяйства Чувашии обеспечивается ежедневный выход транспорта на линию, осуществляются комфортные и безопасные пассажирские перевозки, перевозятся тысячи тонн груза.

Выражаю искреннюю признательность водителям, работникам инженерно-технических, ремонтно-вспомогательных транспортных служб, стараниями которых обеспечивается работа отрасли.

Ваша дисциплинированность и организованность являются залогом бесперебойной работы автотранспорта в любое время года.

Всем автомобилистам желаю надежной техники, успешной и безаварийной работы.

Здоровья, счастья и благополучия вам и вашим семьям!

Глава Чувашской Республики                              Михаил Игнатьев

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости