«Малашлăха пăхса ĕçлес пулать»

Категория: Актуально Просмотров: 129

IMG 5259

 

Апрелĕн 7-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулчĕ. Республика ертÿçи çав кун районти тĕрлĕ строительство объекчĕсене çитсе курчĕ, вырăнсенчи лару-тăрупа, ĕçсене мĕнле йĕркеленипе паллашрĕ, кирлĕ сĕнÿсемпе асăрхаттарусем пачĕ, «Сеспель» предприятире пулса унăн экономика хăвачĕсемпе паллашрĕ.

 

Тĕл пулусене çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Осипов, промышленноç тата энергетика министрĕ Евгений Герасимов, район пуçлăхĕ Игорь Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев т. ыт. яваплă ĕçчен хутшăнчĕ.

 

Кашмашра агрошкул пулĕ

 

 

IMG 5167

 

«Вĕренÿ» наци проекчĕ шайĕнче иртнĕ çул Кашмашра пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул тума тытăннă. Объектри ĕçсене кăçал вĕçлеме пралăртаççĕ. Шăпах çакăнти ĕçсемпе паллашрĕ те ĕнтĕ чи малтанах республика ертÿçи Олег Николаев, ялта пурăнакансемпе тĕл пулса вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлчĕ. Сăмах май, Кашмашра çĕнĕ шкул хута ярассине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе туса хатĕрленĕ республикăн 2020 - 2025 çулсенчи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программине те кĕртнĕ.

 

Çавна та каласа хăвармалла. Строительсво ĕçĕсене чикĕллĕ яваплăхлă «Модуль» общество пурнăçлать. Шкул çурчĕ икĕ хутлă пулĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 108 ача таран вĕренме пултарĕ. Çак вăхăта шкул çуртне купаласа пĕтернĕ ĕнтĕ. Строительсем халĕ вентиляци каналĕсем хывассипе, çурт çине витессипе, чÿречесем лартассипе ĕçлеççĕ, шалти ытти ĕçсене пурнăçлаççĕ.

 

Сăмах май, шкул патне çитме асфальт çул та, тротуар та тума палăртнă, шкулпа юнашар вара хальхи хăтлă спорт площадки те пулĕ.

Объектри ĕçсем мĕнле пынипе строительство ĕçĕсене пурнăçлакан «Модуль» ООО директорĕ Ирек Ракипов паллаштарчĕ. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, пур вак-тĕвек ыйтăва та малтанах шута илес пулать. Хăтлăх ыйтăвĕсем пирки те манмалла мар. Кайран мĕн тунине пăсса тепĕр хут тумалли ĕçсем ан пулччăр. Çавăнпа та шкул çуртне тунă чухнех пушар надзорĕн, Роспотребнадзорăн сотрудникĕсене те явăçтармалла, вĕсен асăрхаттарăвĕсене çийĕнчех пĕтерме май пултăр.

 

Ĕçлĕ канашлу

Кашмаш шкулĕнче пулса курнă хыççăн Олег Николаев район администрацийĕнче ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ. Чи малтанах унта Кашмаш шкулĕн малашлăхĕ пирки сÿтсе яврĕç. Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул бази çинче кунта агрошкул йĕркелес шухăшлă. Ку тĕлĕшпе хăйсен шухăшĕсене республика Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тата ыттисем пĕлтерчĕç.

 

Олег Николаев палăртнă тăрăх, паянах малалла пăхса ĕçлесе пырас пулать. Хальхи вăхăтра ачасене шкулта тулли пĕлÿ панипе пĕрлех вĕсене пурнăç çулне суйласа илме пулăшни тата çавна валли майсем туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Ялти агрошкул тĕрĕссипе ял аталанăвĕн социаллă тата культура центрĕ пулмалла. Ача шкул çулĕсенчех хальхи агротехнологи тата агробизнес пĕлĕвĕ илнĕ май, хăйĕн ирĕкĕпех, хăй тĕллĕнех ял пурнăçне суйласа илтĕр. Агрошкул вара çак ыйтусене татса пама пулăшмалла.

 

Хальхи вăхăтра вĕренÿ ĕçне йĕркеленĕ май, шкулчченхи вĕренĕве, шкул вĕренĕвне, аслă вĕренĕве, наукăна тата бизнеса пĕр тытăма пĕрлештерес задача тăрать. Ача вара шкул çулĕсенчех ку е вăл предметпа тарăнрах пĕлÿ илме пултарать. Кун пек пĕлÿ парассине хальхи наукăпа технологи требованийĕсене тĕпе хурса йĕркелĕç. Çавăнпа та учительсен те хăйсен пĕлĕвне вĕçĕм ÿстерме кирли куçкĕрет. Вĕренÿ процесне вара производствăра ĕçлекенсене те, наука çыннисене те явăçтарма май пулать.

 

Шкулта пуçламăш классенчен тытăнсах ачасене уроксенче тавралăха сăнассине-тĕпчессине, технологие хăнăхтарма палăртаççĕ. Урокпа çыхăнман ĕç-хĕл вара пĕтĕмĕшле культура тата пĕтĕмĕшле интеллект енĕсемпе çыхăнмалла.

 

Канашлура çавăн пекех Муркашра футбол площадки тăвасси пирки те сÿтсе яврĕç, проектпа смета документацине тÿрлетÿсем кĕртме тивессине асăнчĕç.

 

«Муркаш - Турай - Сура»

 

Юлашки çулсенче «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проекчĕ шайĕнче район çулĕсене юсассипе калăпăшлă ĕçсем çуллен сахал мар туса ирттереççĕ. Муркаш тата Етĕрне районĕсем хушшинчи «Муркаш - Турай - Сура» автомобиль çулне асăннă наци проекчĕ шайĕнче 2023 çулта тĕпрен юсаса нормативлă шая çитерме палăртаççĕ. Сăмах май, ку çула юсасси пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ çивĕч тăрать. Апла пулсан Муркашпа Етĕрне районĕсене çыхăнтаракан тÿрĕ çул пуласса кĕтмелли нумаях юлмасть.

 

IMG 5213

 

Çул-йĕр строительствин ĕçĕсем пулмалли вырăна та çитсе курчĕ Олег Николаев. Вăл палăртнă тăрăх, районсем хушшинче йĕркеллĕ çулсем пулни хальхи вăхăтра чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕр енчен çакă çынсен пурнăç условийĕсемпе, экономика аталанăвĕпе те çыхăннă, тепĕр енчен вара çынсене социаллă, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çавăнпа те республика Правительстви уйрăмах муниципалитетсем хушшинчи çулсене тивĕçлĕ шая çитерессине тимлĕхрен кăларма шухăшламасть. Кăçал кун пек çула Шупашкарпа Çĕрпÿ районĕсем хушшинче, çитес çул Элĕкпе Хĕрлĕ Чутай районĕсем хушшинче хута ярасшăн. Хыççăн вара Муркашпа Етĕрне районĕсем хушшинчи çула та тĕпрен юсĕç. Хальхи вăхăтра ĕçсен проектпа смета документацине туса хатĕрлеме тытăннă. Çывăх вăхăтрах ăна патшалăх экспертизине ярса парĕç.

 

«Сеспель» - республика мухтавĕ»

 

Çапла палăртса каларĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев районти «Сеспель» предприятин иккĕмĕш производство площадкинче пулнă май. Предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе хупă акционер обществин генеральнăй директорĕ Владимир Бакшаев паллаштарчĕ.

 

Олег Алексеевич сăмахĕсем чăнлăхпа çыхăннă. Предприяти иртнĕ çул 3,5 млрд тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă пĕлтĕрхи çăмăл мар условисене пăхмасăрах продукци туса кăларассине унчченхи çулхинчен 7 процент ÿстернĕ. Районта туса кăларнă продукцин пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче вара «Сеспель» тÿпи 72 процент йышăнать.

 

Предприяти ертÿçи каласа панă тăрăх, кунта çак вăхăта 854 çын тăрăшать. 2016 - 2020 çулсенче 494 млн тенкĕлĕх инвестици проектне пурнăçа кĕртсе хушма 50 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

 

«Сеспель» паян çĕршыври чылай предприяти пĕрлешĕвĕсен тытăмĕсен тĕп сыпăкĕсенчен пĕри пулса тăрать. Импорт продукцине ылмаштарассипе те кунта çине тăрса ĕçлеççĕ. Хăрушă тиевсене илсе çÿремелли пур йышши продукцие туса кăларакан кун пек предпряти Раççейĕпе те урăх çук. Прицеп-цистернăсен, çурма прицеп-цистернăсен, шасси çинчи цистернăсен, танк-контейнерсен 300 ытла модельне туса кăлараççĕ кунта. Цистернăсене хутăштарса шăратнă, тутăхман хурçăран, алюмини хутăшĕнчен хатĕрлеççĕ. Кун пек предприятисене аталанма малашне те республика енчен тивĕçлĕ пулăшу пуласси пирки каларĕ Олег Николаев, коллектива ÿлĕм те ăнăçу сунчĕ.

 

В. ШАПОШНИКОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс. Новости